Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
8 Июлӗн , 17:00

2025 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ канмалли кун пулĕ

РФ ĕçлев министерствин ертÿçин Антон Котяков пĕлтернĕ тăрăх, канмалли уяв кунсене куçарнипе  2025 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ канмалли кун пулĕ.

2025 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ канмалли кун пулĕ
2025 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ канмалли кун пулĕ

 - Сăмахран, кăçалхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ - канмалли кун. Пирĕн проект тăрăх,  канмалли уяв кунĕсене куçарсассăн 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ те канмалли кун пулĕ. Малалла епле пулассине пăхăпăр, - тенĕ ведомство ертÿçи.

Кăçалхи канмалли кунсене правительство иртнĕ çулхи август уйăхĕнче çирĕплетĕ. 2024 çулхи январь уйăхĕн 6-7-мĕшĕсем шăмат кунпа тата вырсарни кунпа тÿр килнине пула вĕсене май уйăхĕн 10-мĕшне тата декабрь уйăхĕн 31-мĕшне куçарнă. Унпа килĕшÿллĕн кăçалхи Çĕнĕ çул умĕнхи кун та канмалли пулĕ.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: