Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
23 Июлӗн , 12:41

Абзелил районĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсем çĕнелнĕ

ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене пĕтĕмĕшле юсасси программа витĕмĕпе Пушкăртстанри Абзелил районĕнче 17 подъезд çĕнетнĕ.

Абзелил районĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсем çĕнелнĕ
Абзелил районĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсем çĕнелнĕ

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе регионта 2019 çултанпа нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене пĕтĕмĕшле юсасси программа ăнăçлă пурнăçа кĕрет. Вăл пулăшнипе 2019-2023 çулсенче 8,2 пин подъезд (пурĕ 3,5 млрд тенкĕлĕх) çĕнетнĕ. Çав шутра – 17-шĕ Абзелил районĕнче.

 Çавăн пекех асăннă районта «Пушкăртстан картишĕсем» программа та ăнăçлă пурнăçланать. Радий Хабировăн пуçарăвĕпе хута янă программа çĕршывра хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Пилĕк çул хушшинче республикăра 1326 картише тирпей-илем кĕртнĕ,  ун валли 6 млрд ытла тенкĕ хывнă. Асăннă программа витĕмĕпе Аскарово ялĕнчи Учалинская урамĕнчи картишсенчен пĕри те паянхи самана ыйтнипе килĕшсе тăрать.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: