Июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче БСТ телеканалпа тÿрĕ эфирта 2024 çулхи иккĕмĕш çур çула республика, район тата хула хаçачĕсем çырăнса илнĕ çынсем хушшинче лоторея вылявĕ иртнĕ.
«Çырăн та выляса ил» акци çĕнтерÿçисен ячĕсене «Республика Башкортостан» ИÇ ПР патшалăх хысна предприятин пичет кăларăмĕсене сарассипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Айнар Байбулатовпа унăн çумĕ Клара Ахиярова пĕлтернĕ.
Хаçат-журнал вулакансем 500 ытла квитанци ярса панă. Лоторея вылявне хутшăнакансен икĕ хаçат е журнал («Республика Башкортостан» издадельство çурчĕ ПР патшалăх хысна предприятийĕ пичетлекенисем пулмалла) çур çула çырăнса илмелле, квитанци копине хысна предприятине ярса памалла пулнă. Конкурса çавăн пекех электронлă хаçат çырăнса илекенсем те хутшăннă.
Пĕрремĕш (тĕп) приз хуçи Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕнче пурăнакан В.Е. Алексеев пичет ĕçĕн ветеранĕ пулса тăнă. Эпир ăна Пушкартстанри чăвашсем Валерий Валак поэт пек пĕлетпĕр. Валерий Евдокимович «Аургазинский весник» хаçата хайĕн валли çырăннă тата «Ырă çырăнтару» ыркăмăллах акцине хутшăнса тепĕр çемьене парнеленĕ.
Ноутбук Дуван районĕнчи В.И. Яковлевана лекнĕ. Вăл «Дуванский вестник» район хаçатне тата «Рампа» журнала çырăнса илнĕ.
Телевизор Çтерлĕ хулинчи Г.Р.Курбангулован çемйине çитнĕ. Хĕрарăм «Кызыл тан» тата «Стерлитамакский рабочий» хаçатсем çырăннă.
Арча морозильник хуçи Авăркас районĕнчи Ф.Г. Дильмухаметов пулса тăнă. Вăл «Йешлек» тата «Аургазы хеберчесе» хаçатсем çырăннă.
Хайбулла районĕнчи Мамбетово ялĕнчи С.Карабаевăна пылесос робот саванăç парнеленĕ. Хĕрарăм «Йешлек» тата «Хайбуллинский вестник» хаçатсене юратса вулать.
Аса илтеретпĕр, июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2025 çул валли маларах хаçат-журнал çырăнтарас кампани пуçланнă. Çак тапхăрта пичет кăларăмĕсене кивĕ хакпах çырăнма май пур, сентябрь уйăхĕнчен хаксем улшăнаççĕ.
Эпир лоторея вылявĕнче телей шăпи пÿрнипе çĕнтерÿçĕ пулса тăнисене пурне те саламлатпăр, аркатайми тĕреклĕ сывлăх тата пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те пуç çаврăнса каймалла çитĕнÿсем тума сунатпăр.