Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
4 Сентябрӗн 2024, 10:44

Ял хуçалăх ĕçченĕсем пÿлмесене 1,3 млн тонна тыр-пул хывнă

Пушкăртстанра тыр-пул пуçтарас ĕç хастар пырать. Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 550 пин гектар çинчен çулса илнĕ, вăл планпа палăртнин 34% танлашать.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем пÿлмесене 1,3 млн тонна тыр-пул хывнă
Ял хуçалăх ĕçченĕсем пÿлмесене 1,3 млн тонна тыр-пул хывнă

Пÿлмесене 1,3 мл тонна тырă çапса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 24 центнерпа танлашать. Çакăн пирки ПР Правительствин оперативлă канашлăвĕнче ПР Правительствин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: