Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
20 Сентябрӗн , 09:55

Куюргазă районĕнчи çырăнтару кампанине район пуçлăхĕ Азамат Сайфуллин уçнă

Азамат Закариевич «Ырă çырăнтару» акцине хутшăнса Ермолаево салинчен ятарлă çар операцине хутшăнакан салтакăн амăшне «Куюргаза» хаçат çырăнса панă.

Куюргазă районĕнчи çырăнтару кампанине район пуçлăхĕ Азамат Сайфуллин уçнă
Куюргазă районĕнчи çырăнтару кампанине район пуçлăхĕ Азамат Сайфуллин уçнă

Муниципалитет ертÿçи кашнинчех асăннă акцине хутшăнать, районти обществăлла организацисем валли периодика кăларăмне çырăнса парать. Унăн ĕçтешĕсем те айккинче тăрса юлмаççĕ. Район ертÿçин пуçарăвне Ермолаево ял Канашĕн пуçлăхĕ Марина Букреева тата район Канашĕн депутачĕ Гайнетдин Махаметов ырласа йышăннă. Вĕсем паттăрсен ашшĕ-амăшĕсем валли «Куюргаза» хаçат çырăннă.

«Ырă çырăнтару» акцие «Пушкăртстан Республики» Издательство çурчĕ пуçарса янă. Унта республикăн пĕрремĕш çыннисем хастар хутшăнаççĕ. Ыркăмăллăх акци шайĕнче мобилизаци йĕркипе çар тивĕçне пурнăçлакансен тата ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисен çемйисене, нумай ачаллă тата сусăр ачасем çитĕнтерекен çемьесене, ватă çынсене район хаçатне çырăнса пама пултаратăр. Кăларăмсене почта урлă, çавăн пекех редакцинче çырăнса илме пулать.

Çакна онлайн-çырăнтару мелĕпе пурнăçлама тата та çăмăлрах: rbsmi.ru. «Çырăнтару» пайра https://rbsmi.ru/catalog/podpiska/ кирлĕ кăларăма суйласа илмелле.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: