Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
20 Сентябрӗн , 12:09

Пушкăртстанра хушма пĕлÿ паракан чи пултаруллă педагогсене палăртĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ Çемье çулталăкĕнче хушма пĕлÿ паракан вĕрентекенсем хушшинче «Чĕрене ачасене паратăп» пысăк масштаблă та пĕлтерĕшлĕ професси конкурсĕ иртет.  Конкурсăн историйĕ пуян – вăл чĕрĕк ытла ĕмĕр тăршшĕ ачасене хушма пĕлÿ паракан системăри чи пултаруллă вĕрентекенсене пĕрлештерет,  тачă çыхăнса ĕçлекен професси пĕрлĕхĕ  йĕркелесе педагогика тата воспитани практикинчи чи лайăх тĕслĕхĕсене çĕршывĕпе сарма май парать.

Пушкăртстанра хушма пĕлÿ паракан чи пултаруллă педагогсене палăртĕç
Пушкăртстанра хушма пĕлÿ паракан чи пултаруллă педагогсене палăртĕç

Конкурс Раççей Вĕрентÿ министерствипе Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ профсоюзĕ йĕркеленипе иртет. Конкурс операторĕ – Пĕтĕм Раççейри художество пултарулăхĕпе гуманитари технологийĕсен аталану центрĕ. Кăçал ăмăртăвăн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕсем сентябрь уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче Пушкăртстан Республикинче, «Чĕрене ачасене паратăп – 2023» конкурсăн чăн çĕнтерÿçи Татьяна Воробьева пурăнакан Ĕпхÿ хулинче, иртет. Сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче уяв церемонийĕ вăхăтĕнче лауреатсен тата чăн çĕнтерÿçĕ, хушма пĕлÿ паракан чи пултаруллă педагог ятне пĕлтерĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх,  çĕршыври педагогика ĕçченĕсем валли йĕркеленĕ тĕп професси ăмăртăвĕн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ шăпах çак конкурсран пуçланать.  «Чĕрене ачасене паратăп» Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн федераллă пĕтĕмлетÿ тапхăрĕн участникĕсене палăртса хунă. Финала Раççейĕн 42 регионĕнчи хушма пĕлÿ паракан 90 педагог тухнă. Ăмăртăвăн  федераллă куçăн мар тапхăрне çĕршыври 82 регионтан 454 педагог хутшăннă, вĕсенчен 90-шĕ финала тухнă.

Федераллă пĕтĕмлетÿ тапхăрĕнче  участниксене тăхăр тĕрлĕ номинацире хак парса техника, пултарулăх, çут çанталăкпа ăслăлăх, туризмпа таврапĕлÿ, физкультурăпа спорт, социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсем паракан  педагогсене, çавăн пекех сывлăхĕ енчен çитменлĕхсем пуррипе тулли пурнăçпа пурăнайман тата сусăр ачасемпе  ĕçлекен чи пултаруллă вĕрентекенсене палăртĕç. Çавăн пекех «Хушма пĕлÿ паракансем хушшинчи професси дебючĕ» тата «Хушма пĕлÿ парс ĕçри наставниклăх» номинацисенчи çĕнтерÿçĕсене палăртĕç.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: