Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
4 Октябрӗн , 11:20

Хĕвел çаврăнăшĕн сакăр процентне вырса пуçтарнă

Республикăра тĕп çу культурине , хĕвел çаврăнăшне, пуçтарас ĕç вăй илсе пырать. Паянхи кун тĕлне  региона  асăннă культурăна 25 районта 25 пин гектар (пурĕ 39,4 пин тонна) пуçтарса илнĕ. Тухăç пирки калас пулсан, вăл гектар пуçне 15,7 центнерпа танлашать.

Хĕвел çаврăнăшĕн  сакăр процентне  вырса пуçтарнă
Хĕвел çаврăнăшĕн сакăр процентне вырса пуçтарнă

Кăçал хĕвел çаврăнăшне регионти  34 районта акса ÿстернĕ. Чи пысăк тухăçа Ермеккей районĕнче – 5,4 пин тонна – çапса илнĕ.

Пĕтĕмĕшле 2024 çулта Пушкăртстан аграрийĕсем çу культурисене 478,5 пин гектар акнă, вĕсенчен 315 пин гектарне хĕвел çаврăнăш йышăнать. Ыттисем – рапс, горчица, соя тата йĕтĕн.

2023 çулта хĕвел çаврăнăш тухăçĕ 431,1 пин тоннăпа танлашнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: