Унсăр пуçне 330 млн тенкĕ кил-çурта хăтлăх кĕртмелли 5 процентпа çăмăллăхлă кредит валли уйăрнă. Асăннă укçа-тенкĕпе электричество, шыв, газ, канализаци ирттернĕ, ăшă кĕртнĕ, инженери системипе çурт тăррине юсанă çĕрте усă курма пулать.
Виçĕ процентлă ял ипотекипе 2020 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа усă курма пуçланă. Унпа пурăнмалли çурт хăпартма, пилĕк хутран ытла мар çуртра хваттер туянма май пур. ПР Министрсен Кабинечĕ пĕлтернĕ тăрăх, тăватă çул хушшинче программăна Пушкăртстанри 160 пин çын хутшăннă. 2020-2023 çулсенче республикăра ял ипотекине 7478 çын тивĕçнĕ. Çăмăллăхлă кредитсен калăпăшĕ 16,7 млрд тенкĕрен иртнĕ. Çакă çĕршыври чи пысăк кăтартусенчен пĕри шутланать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.