Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
22 Октябрӗн , 13:00

«Спорт вăл – малашлăх çине пĕтĕмĕшле пăхни»

Октябрь уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хулинче «Раççей – спорт çĕршывĕ» XII Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тата 50 ют çĕршыври 5000 спортсмен хутшăннă. Пушкăртстанри интереслĕ мероприятисем, хатĕрленÿ шайĕ, регион тараватлăхĕ хăнасен асĕнче вăрахчен упранĕ.

«Спорт вăл – малашлăх çине пĕтĕмĕшле пăхни»
«Спорт вăл – малашлăх çине пĕтĕмĕшле пăхни»

Ăмăртусем, ĕçлĕ сессисем, культура программисем, отрасль куравĕ – форумра 40 ытла мероприяти иртнĕ. Патшалăх пуçлăхĕ Владимир Путин ирттернĕ Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарассипе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ форумăн тĕп пулăмĕсенчен пĕри шутланать.
«Эпир нумай нациллĕ Тăван çĕршывăн хăйне евĕрлĕ регионĕнче, Пушкăртстанăн тĕп хулинче, Ĕпхÿре, пултăмăр. Кăçал Ĕпхÿ 450 çулхи юбилейне паллă тăвать. Тĕп хулара тата республикăра пурăнакансене çак паллă событипе саламлатăп. Çавăн пекех хамăр аслă çĕршыва аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, çарти, ĕçри, наукăпа спортри çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан тав тăватăп. Форума хутшăнакансем Пушкăртстан тараватлăхне хаклĕç, хаваспах авалхи тăрăхăн историйĕпе, унăн хăйне евĕрлĕ эткерлĕхĕпе, спорт йăли-йĕркипе тата регионăн паянхи çитĕнĕвĕсемпе паллашĕç. Пушкăртстан «Спорт вăл – малашлăх çине пĕтĕмĕшле пăхни» çивĕч темăллă форума тивĕçлипе йышăнать», - палăртнă Раççей Президенчĕ Владимир Путин форумăн пленарлă ларăвĕнче сăмах каланă май.
Форум витĕмĕпе Ĕпхÿре Фехтовани центрĕ тата Кĕсмен слаломĕ валли хатĕрленĕ сооруженисен комплексĕ уçăлнă. Унăн ĕçлĕ пайĕ чи пысăк шайри ăмăртусене йышăнма пултаракан çĕнĕ Кĕрешÿ керменĕнче иртнĕ.
Октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Фехтовани енĕпе спортсменсене хатĕрлекен центра Раççей Президенчĕ Владимир Путин çитсе курнă.
Ĕпхÿ хулинчи Фехтованипе олимп резервĕсене хатĕрлекен спорт шкулĕн директорĕ Лира Грушина ăнлантарса панă тăрăх, фехтованин çĕнĕ центрĕ тренировкăсем тата çÿллĕ шайри ăмăртусем ирттермелли спорт комплексĕ шутланать. Объекта 2024 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута янă. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 6,2 пин тăваткал метр йышăнать, пĕр вăхăтрах 250 çынна кĕртме пулать.
Çав кунах видеоçыхăну мелĕпе Владимир Путин 2024 çулта регионти çĕршывсенче хута янă спорт объекчĕсен презентацийĕсене хутшăннă. Çав шутра - Ĕпхÿри Кĕсмен слаломĕн сооруженисен комплексĕ тата Нефтекамск хулинчи «Амфибия» çĕнĕ спорт комплексĕ.
Патшалăх пуçлăхĕ спорт объекчĕсене хăпартас ĕçе хутшăннисене, çав шутра регион влаçĕсемпе уйрăм инвесторсене, спорта çителĕклĕ тăвассишĕн, сывлăхлă пурнăç йĕркине, активлă канăва халăх хушшинче сарассишĕн тăрăшакансене тав тунă.
Октябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Раççей – спорт çĕршывĕ» XII Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕн витĕмĕпе Кĕсмен слаломĕн сооруженисен комплексне чаплă лару-тăрура уçнă. Церемоние ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров, РФ спорт министрĕн çумĕ Алексей Морозов, Раççейри Кĕсмен слаломĕн федерацийĕн президенчĕ Сергей Папуш хутшăннă.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: