Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
23 Октябрӗн , 11:00

Хурамала арт-объект илем кÿрет

Хурамал ятпа çÿрекен чăваш ялĕсем Пушкăртстанра ытлашши нумай мар. Пÿрне хушса шутласан пĕр алăри пÿрнесем те çитмелле. Вĕсем Авăркас, Ермеккей, Мияки районĕсенче пур, кашнийĕ хăйĕн илемĕпе, пуянлăхĕпе, йăли-йĕркипе уйрăлса тăраççĕ.

Хурамала  арт-объект илем кÿрет
Хурамала арт-объект илем кÿрет

Шаран тăрăхĕнче те лапсăркка йывăç ячĕпе, хурамапа, çыхăннă Хурамал ялĕ пур. Вырăсла каласан вăл Новоюмашево пулать. Кунти ял çыннисем пыл хурчĕ тытассипе тата çĕр çырли çитĕнтерессипе палăрса тăраççĕ. Тата хăйсен тăван кĕтесне юратнипе. Çакна ялпа юнашар вырнаçнă сăрт çинче «Хурамал - 1896 » тесе çырнă хăйне евĕр арт-объект пурри те çирĕплетет. Ăна ялти хастарсем шурă кирпĕчрен ăсталанă. Вăл аслă çул хĕрринчен аякранах курăнать, илемĕпе хăй патне туртать.
- Пирĕн çакăн евĕр объект малтан та пулнă, анчах та çулсем иртнĕ май курăк айне пулса хăйĕн сăнне çухатрĕ. Халĕ вара çĕнетме шутларăмăр, унăн вырăнне те улăштартăмăр. Ялти Анатолийпе Ирина Кузьминсем, Николайпа Елизавета, Татьяна Яковлевсем, Наталья Андриянова тата ытти хастарсем тăрăшнипе 4-5 кун хушшинче кăçалхи сентябрь уйăхĕнче палăртнине пурнăçа кĕртрĕмĕр. Денис Григорьев спонсорла пулăшу пачĕ. Кĕскен каласан, йышпа пуçланă ĕçе вĕçне çитерни куç умĕнче. Уншăн хамăр ялсем те савăнаççĕ, вăл иртсе çÿрекен ытти çул çÿревçĕсене те килĕшет, - пĕлтерчĕ пире чылай çул ял старостин тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Кузьмин.
Тепĕр икĕ çултан Хурамал ялĕ 130 çул тултарать. Çак объект юбилее хатĕрленсе тунă пуçарусенчен пĕри пулнă теме те юрать пулĕ. Мĕншĕн тесен пуçаруллă та харсăр хурамалсем çак дата тĕлне тата мĕн те пулсан хăпартасси е ăсталасси пирки иккĕленме кирлĕ мар. Çавăнпа та вĕсене ăнăçу сунатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: