Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
23 Октябрӗн , 12:30

Республикăра пĕрремĕш хими вырсарни шкулĕ уçăлĕ

Пушкăртстанри сода компанийĕ регионти пĕрремĕш хими вырсарни шкулне хута ярасси пирки пĕлтернĕ. Пушкăртстанри сода компанийĕн хăйне евĕрлĕ вĕрентÿ проекчĕ регионти шкул ачисене хими предметне тарăннăн вĕрентмелли никĕс  пулса тăрĕ. Унта куçăн тата куçăн мар мелпе Çтерлĕри çеç мар, республикăри ачасем те ăс пухма пултараççĕ. Вĕрентÿ планĕ асăннă наукăн тĕрлĕ пайĕсене тарăннăн вĕренме май парать.

Республикăра пĕрремĕш хими вырсарни шкулĕ уçăлĕ
Республикăра пĕрремĕш хими вырсарни шкулĕ уçăлĕ

- БСК пысăк масштаблă вĕрентÿ программине пурнăçа кĕртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – çĕршыври хими промышленноçĕ валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси. Ку – Пушкăртстанăн малашлăхне тата предприятие тÿпе хывни. Эпир кадрсене шкул саккинченех хатĕрлетпĕр, - каласа парать компанин персоналпа тата тĕп ыйтусемпе ĕçлекен директорĕ. – Пирĕн проектсем çĕнĕ ăру специалисчĕсене йĕркелессипе çыхăннă, вĕсем экономикăн секторне питĕ кирлĕ.

Хими вырсарни шкулĕнче  Пĕтĕм Раççейри тата Тĕнче шайĕнчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсен пĕр ăрăвне çеç мар хатĕрленĕ республикăри чи лайăх вĕрентекенсем пулĕç. Вĕсемпе пĕр командăра Кăнтăр Пушкăртстанри олимпиада юхăмĕн наставникĕсен ассоциацийĕн çамрăк та пултаруллă членĕсем ĕçлĕç. Юлашкисем хими вĕрентекенĕсен пĕлĕвне ÿстермелли курссем те ирттерĕç.

Вырсарни шкул воспитанникĕсем хими наукине вĕреннисĕр пуçне тĕрлĕ проектсене, конференцисемпе олимпиадăсене хутшăнĕç. Педагогсем пултаруллă  çамрăксене аталантарма  пулăшакан кураторсем вырăнне те пулĕç.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: