Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
24 Октябрӗн , 10:35

Пушкăртстанра 80 çул каялла вилнĕ салтакăн юлашкисене пытарнă

Пишпÿлек районĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн, 1942 çулта пуç хунă 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕн салтакĕн Муса Садыкович Садыковăн юлашкийĕсене пытарнă. 82 çул иртсессĕн вилнĕ салтакăн юлашкийĕсем хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕршывне – Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлактамак ялне – таврăннă. Нумаях пулмасть унта салтака тепĕр хут пытарассипе çыхăннă церемони иртнĕ. Асăннă церемоние «Елацкий плацдарм» регионсем хушшинчи асăну вахтин ертÿçисемпе вилнĕ салтакăн юлашкине тупнă Мордовири шырав отрячĕн представителĕсем хутшăннă.

Пушкăртстанра 80 çул каялла вилнĕ салтакăн юлашкисене пытарнă
Пушкăртстанра 80 çул каялла вилнĕ салтакăн юлашкисене пытарнă

Муса Садыков 1903 çулта çуралнă. 1916 çулта пуçламăш шкул пĕтернĕ хыççăн кил-йышĕнчи хресчен хуçалăхĕнче ĕçленĕ, ашшĕне пулăшнă. Революци хыççăн вăрах вăхăт хушши тăван ял Канашĕнче управлени системинче тата ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Авланса мăшăрĕпе пилĕк ача çитĕнтернĕ пулнă.

1941 çулхи декабрь уйăхĕнче Хĕрлĕ çара кайма ят тухнă, 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕн йышне сержант званийĕпе илнĕ.

Сталинград енче  çапăçнă. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче салтакпа çыхăну татăлнă. 1943 çулхи январь уйăхĕнче ăна хыпарсăр çухалнă тесе йышăннă.

Хĕрлĕ армеецăн юлашкийĕсене  Мордовири шырав отрячĕ экспедици вăхăтĕнче кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Ростов облаçĕнчи Шолохов районĕнче тупнă. Салтак кам пулнине палăртма ун çумĕнче тупнă вилĕм медальонĕ пулăшнă.  

Пушкăртстанра 80 çул каялла вилнĕ салтакăн юлашкисене пытарнă
Пушкăртстанра 80 çул каялла вилнĕ салтакăн юлашкисене пытарнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: