Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
25 Октябрӗн , 12:50

Вандалсем Ĕмĕрлĕх çулăмĕ çывăхĕнче ирсĕрленнĕ

Салават хулинче виçĕ вандал Ĕмĕрлĕх çулăмĕ çывăхĕнче ирсĕрленме хăтланнă.

Вандалсем Ĕмĕрлĕх çулăмĕ çывăхĕнче ирсĕрленнĕ
Вандалсем Ĕмĕрлĕх çулăмĕ çывăхĕнче ирсĕрленнĕ

Вырăнта пурăнакан хĕрарăм социаллă сетьсенче пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксем факел патне пырса хăйсен атă-пушмакĕсен тĕпĕсене çунтарма тытăннă. Вĕсене иртен-çÿрекенсем чарма хăтланнă, анчах лешсем усал сăмахсемпе хуравланă. Хĕрарăм вĕсен киревсĕр ĕçне телефон çине ÿкерме пуçласан ашкăнчăксенчен пĕри тарнă.

Халĕ вырăнта лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе полици ĕçченĕсем ĕслеççĕ.       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: