Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
28 Октябрӗн , 11:53

«Асăрханăр – ачасем!» акци иртĕ

Пушкăртстанри  патшалăх автоинспекцийĕн  (ГАИ) пуçлăхĕ Владимир Севастьянов  хăйĕн социаллă сечĕсенче октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнчен  пуçласа  «Асăрханăр – ачасем!»  анлă сарăлнă акци иртесси пирки пĕлтернĕ.

«Асăрханăр – ачасем!» акци иртĕ
«Асăрханăр – ачасем!» акци иртĕ

Ăна ПР Вĕрентÿ министерствипе пĕрле ирттереççĕ. Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи тăхăр уйăх хушшинче республика территорийĕнче  16 çула çитмен ачасемпе çыхăннă 365 çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Вĕсенче 9 ачан пурнăçĕ татăлнă, 392-шĕн ÿт-пĕвĕ сиенленнĕ.

- Ача-пăчапа çыхăннă лару-тăру тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хистет. Кашни кун пирĕн сводкăсенче ачасем çул-йĕр инкекне лекнине пĕлтеретпĕр. Вĕсем пассажир, çуран çÿрекен е водитель пулса суранланаççĕ, - тенĕ ведомство ертÿçи.

«Асăрханăр – ачасем!» акцие ача-пăча травматизмĕпе кĕрешмелли тĕрле ĕçсем кĕреççĕ. Республикăри шкул ачисем «Хăрушсăрлăхлă ачалăх çулĕ» КВН пĕтĕмлетĕвне, «Çул-йĕр патрулĕ. 102 регион» профильлĕ сменăна, «Медиа ЮИД», «Профессия ЮИД»  Раççей шайĕнчи социаллă-вĕрентÿ проекчĕсене хутшăнма пултараççĕ. Асăннă акци ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ.  

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: