+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Тĕл пулмассерен кашнинчех хăйне ăнланмалла мар тыткалать, хĕрарăма хĕрĕ умĕнчех тĕрлĕ сăмахсем каласа кÿрентерет, хĕнет, вĕлерессипе хăратать. Ку таранччен арçынна явап тыттарман. Хĕрарăм хăйĕн хăрушсăрлăхĕшĕн тата хĕрĕн психикине сиен кÿресрен хăрать.
Александр Бастрыкин лару-тăрăва тĕрĕслеме, тĕрĕслеве епле пурнăçлани пирки пĕлтерме хушу панă. Тĕрĕслев Следстви комитечĕн тĕп аппарачĕ асăрхаса тăнипе иртет.