Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
30 Октябрӗн , 10:30

Пахча кĕпçи вăрăм ĕмĕр парнелет

Пахча кĕпçин (петрушка) çулçисемпе тымарĕ усăллă япаласемпе питĕ те пуян. Тымарĕсенче 10% сахăр тата 1,5-3% белок пур. Чи сĕткен те пылак тымарĕсене кишĕр пек çисе пулать. Çулçисенче сахăр 3 процентран ытла мар.

Пахча кĕпçи  вăрăм ĕмĕр парнелет
Пахча кĕпçи вăрăм ĕмĕр парнелет

Мĕн пĕчĕкрен пире ешĕл çимĕçсем витаминсемпе пуян тесе вĕрентнĕ. Çав енчен пахча кĕпçи лайăх тĕслĕх. Аскорбин кислоти (С витамин) асăннă çимĕçре 0,2%, лимонпа танлаштарсан нумайрах. Пахча кĕпçин 7-10 грамĕ çынна талăкра кирлĕ нормăпа тивĕçтерет. Вăл çавăн пекех К, В1, В2 витаминсем, ретинол (А витамин), каротин (А провитамин), тиамин, рибофлавин, никотин тата фолий кислотисемпе пуян. Çавăн пекех унта фосфор, кальций, магний, калий, тимĕр, тĕрлĕ антиоксидантсем пур. Пахча кĕпçи клеткăсене ватăлассинчен сыхлакан, шыçăсемпе кĕрешекен флавоноидсемпе пуян, çав шутра апигенпа та.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: