+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кăçалхи май уйăхĕнче арçын паллакан çын урлă Октябрьски хулинче наркотик (мефедрон) туяннă. Хăй усă курнă хыççăн арçын сиенлĕ хутăша 17 çулхи пĕртăванĕн ывăлне тутанса пăхма сĕннĕ. Наркотик юлашкине тата тепĕр пакета хăйĕн тăванне упрама панă.
Унăн саккуна хирĕçле ĕçне полици ĕçченĕсем тытса чарнă.
Айăпланакан хăй айăпне туллин йышăнман. Суд патшалăх айăплавçин шухăшне шута илсе арçынна 11 çул та ултă уйăха ирĕксĕр хăварнă. Вăл айăплав вăхăтне çирĕп режимлă юсав колонийĕнче ирттерĕ. Çулĕ çитмен çамрăк тата тепĕр çын тĕлĕшпе уйрăм ĕç пуçарнă.