Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
2 Ноябрӗн , 12:20

Халăх фрончĕ «РАДАР.НФ» ятарлă сервиспа усă курма чĕнсе калать

 Обществăра пурте асăрхануллă пулни, иккĕленÿллĕ те шанмалла мар пулăмсем çине тимлĕх уйăрни инкеклĕ лару-тăрусенчен сыхланма, вĕсен сиенлĕхĕсене сахаллатма пулăшĕ. Çавăнпа та кашнинех телефонсем çинче приложенисем вырнаçтармалла.

Халăх фрончĕ «РАДАР.НФ» ятарлă сервиспа усă курма чĕнсе калать
Халăх фрончĕ «РАДАР.НФ» ятарлă сервиспа усă курма чĕнсе калать

Енчен те эсир иккĕлентерекен объектсем -  пилотсăр вĕçев аппарачĕ, ракета, взрыв сирпĕнни, иккĕлентерекен шанман çынсен ушкăнĕ – курсан, телефона çав енне тытса мĕн курнине ÿкерсе илетĕр. Пилотсăр вĕçев аппаратсем чĕмсĕр, çавăнпа та хăвар мĕнле объекта курнине уйăрса илеймерĕр пулсан «пĕлместĕп» («не знаю») текен пускăч (кнопка) çине пусăр. Малалла «Пĕлтерĕр» («Сообщить») çине пусмалла. Сирĕн сигнал çийĕнчех тĕрĕслекен тата малалла мĕн тумаллине палăртакан яваплă федераллă службăсем патне çитет. Хыпара ярса панă чухне сеть çухалсан, система хăйех сигнала шута илет, каярах телефон çинче сеть пулсан информацине кирлĕ çĕре илсе çитерет.  Çавăн пекех приложени иккĕленÿллĕ объекта ÿкернĕ сăн ÿкерчĕсене тата ун çинчен çырса кăтартнине ярса пама май парать. Объект çинчен пĕлтернĕ хыççăн васкавлă службăна 112 номерпе шăнкăравлама ан манăр. Халăх фрончĕн Кибердружинипе çыхăну йĕркелĕр. Вăл çынсем хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленĕ пĕрлĕх шутланать. Унти хастарсем Раççей гражданĕсене информаци хăрушлăхĕнчен сыхлаççĕ. «РАДАР.НФ» приложенин ссылки https://onf.ru/radar

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: