-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Çĕнĕ пунктра пулăшусен тулли спекторĕпе тивĕçтерме усламçăн укçа-тенки çитмен. Вăл пулăшу ыйтса Бакалă район администрацине çитнĕ. Шăпах унта предпринимателе социаллă контракт никĕсĕ çинче адреслă социаллă пулăшупа усă курма сĕннĕ. Çапла майпа Иван Юрицкий автомобиль дискĕсене тÿрлетмелли токарь модулĕнчен тăракан оборудовани туяннă. Енчен те маларах автомобильсен хуçисен тимĕр учĕсене юсама çывăхра вырнаçнă хулана кайма тÿр килнĕ пулсан, халĕ вĕсем çак çитменлĕхе хăйсен районĕнче тĕп тума пултараççĕ. Усламçă хăйĕн бизнесне малалла та аталантарма палăртать – çĕнĕ çурт хăпартасшăн, пулăшу спекторне анлăлатасшăн.