Унпа килĕшÿллĕн Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлтан вăй хунăшăн Пушкăртстан Республикин правительствин вице-премьерĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирек Сагитова «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн» иккĕмĕш степень орден медалĕпе наградăланă.
Сывлăх сыхлав ĕçĕнчи тивĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнăшăн Республикăри клиника перинаталлă центрĕн тĕп тухтăрне Игорь Засядкина Лука Крымский медалĕпе чысланă.
Республикăри 2№ клиника больницин лаборатори уйрăмĕн ертÿçине Марина Куреленкована, Республикăри 2№ клиника больницин уйрăм ертÿçине Зульфия Сафиуллинана, ПР Республикăри ача-пăча клиника больницин уйрăм ертÿçине Айрат Тимершина тата Çтерлĕ хулинчи стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрне Разяп Шакирова «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ» хисеплĕ ята парса чысланă.
«Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ сывлăх сыхлав ĕçченĕ» хисеплĕ ята Ĕпхÿ хулинчи 3№ клиника больницин медицина сестри Флюза Галеева тивĕçнĕ.
Васкавлă условисенче пысăк професси ăсталăхĕпе хăюлăх кăтартнăшăн Пушкăрт патшалăх медицина университтчĕн клиникин тухтăрне Ляйсан Абдуллинана, Г.Г. Куватов ячĕллĕ республика клиника больницин ренгенолаборантне Зульфия Ахмерована, Республикăри ача-пăча клиника больницин медицина сестрине Динара Байгильдинана, Г.Г. Куватов ячĕллĕ республика клиника больницин тухтăрне Рустем Батырова, Г.Г. Куватов ячĕллĕ республика клиника больницин тухтăрне Резеда Булатована тата ыт.те Лука Крымский медалĕпе наградăланă