Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
13 Ноябрӗн , 12:06

Республикăра районсемпе хуласенчи культура учрежденийĕсене юсĕç

Пушкăртстанри хуласемпе районсене культура учрежденийĕсене çĕнетме республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрĕç. ПР Культура министерствин конкурсне регионти 14 хулапа район çĕнсе илнĕ.

Республикăра районсемпе хуласенчи культура учрежденийĕсене юсĕç
Республикăра районсемпе хуласенчи культура учрежденийĕсене юсĕç

ПР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, укçа-тенкĕпе культура учрежденйĕсен çурчĕсене юсама, пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче – Элшей, Аскин, Авăркас, Зилаир, Каридель, Краснокамск, Мечетлĕ, Çтерлĕпуç, Çтерлĕ, Хайбулла, Чекмагуш районĕсемпе Сибай, Агидель, Межгорье хулисем.

Конкурса 30 муниципаллă пĕрлĕхрен 51 заявка, пурĕ 748,6 млн тенкĕлĕх, тăратнă.     

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: