Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
14 Ноябрӗн , 14:45

Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «IV Махмутов вулавĕсем» иртеççĕ

Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче тăваттăмĕш хут «Махмутов вулавĕсем. Регионăн стратегиллĕ аталанăвĕ: кăткăс ĕçсем тата малашлăх планĕсем» тĕрлĕ çĕршывсен наукăпа практика конференцийĕ иртет.

Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «IV Махмутов вулавĕсем» иртеççĕ
Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «IV Махмутов вулавĕсем» иртеççĕ

Паллă академик Анас Хусаинович  Махмутов тĕрлĕ енлĕ аталаннă тата витĕмлĕ çын пулнă. Унра патшалăх ыйтăвĕсене татса панă чухне пысăк маштабпа шухăшласси тата тĕпчевçĕн стратегиллĕ шухăшлавĕ пĕтĕçсе тăнă. 2020 çулхи июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăннă.

Çак кун конференци Раççери тата ют çĕршывсенчи обществăлла наукăсен çивĕ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен федераллă тата регионти патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсене, паллă ăсчахсемпе эксперт-практиксене, патшалăх тата общество деятелĕсене, бизнес пĕрлĕхĕсен представителĕсене, çавăн пекех аспирантура, магистратура тата бакалавриат программипе вĕренекенсене пуçтарать.

Йĕркелÿçĕсен шутне Беларусь Республикин Президенчĕ çумĕнчи Управлени академийĕ, П.М.Машеров ячĕллĕ  Витебскри патшалăх университечĕ кĕнĕ. Çавăн пекех Казахстан, Таджикистан, Узбекистан çĕршывĕсен элчисем пулĕç.

Форумра çак ыйтусене хускатĕç: «Регионăн социаллă экономика аталанăвĕ», «Патшалăх тата муниципалитет ĕçĕсене йĕркелесине çĕнетесси» тата «Цифровизаци условийĕсенче обществăри социаллă гуманитари тата политика тĕпчевĕсем».

Йĕрелÿ комитечĕн адресĕ: Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи Пушкăрт патшалăх службин тата управленин академийĕ, 450008, Ĕпхÿ хули, Цурюп урамĕ, 6-мĕш çурт, 407-мĕш пÿлĕм. Телефон +7(347) 27 31 971. e-mail: [email protected].

Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «IV Махмутов вулавĕсем» иртеççĕ
Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «IV Махмутов вулавĕсем» иртеççĕ
Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «IV Махмутов вулавĕсем» иртеççĕ
Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «IV Махмутов вулавĕсем» иртеççĕ
Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «IV Махмутов вулавĕсем» иртеççĕ
Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «IV Махмутов вулавĕсем» иртеççĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: