Хĕллехи асамçăн ÿсĕмĕ паллă мар. Ăна 2000 çул тесе уйлаççĕ. Хĕл Мучин çуралнă кунне ачасем шухăшласа тупнă, мĕншĕн тесен Великий Устюг хулинче ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăн-чăн хĕл пуçланать.
Асăннă уява менельник çыннин Тăван çĕршывĕнче – Великий Устюгра тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Çав кун ятарлă почта ещĕкне уçаççĕ, унта Хĕл Мучие çырусемпе саламсем хума юрать. Çак майпа вырăнта пурăнакан ачасем тата туристсем усă кураççĕ. Хĕл Мучин вăхăтпа пĕр тан пымалла, çавăнпа та вăл çĕнĕ технологисене алла илет, ачасен çырăвĕсене электронлă почтăпа та йышăнать, социаллă сетьсенче хăйĕн блогне илсе пырать, ĕçтешĕсемпе мобильлĕ телефонпа çыхăнать.
Кăçал Хĕл Мучи Пушкăртстанри виçĕ хулара пулса курĕ. Маршрутпа килĕшÿллĕн декабрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Салават тата Çтерлĕ хулисенче, декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ĕпхÿре чарăнĕ.