Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
19 Ноябрӗн 2024, 16:05

Хывнă укçа тупăшĕшĕн налог тÿлĕпĕр

Республикăра тÿлеме тивĕçлĕ налог пĕлтерĕвĕсем (налоговое уведомление) ярасси малалла пырать. Çакă пурлăх налогĕсене тата уйрăм çынсен тупăшĕнчен тытса юлакан налогсене (НДФЛ) пырса тивет.

Хывнă укçа тупăшĕшĕн налог тÿлĕпĕр
Хывнă укçа тупăшĕшĕн налог тÿлĕпĕр

Уйрăм çынсен тупăшĕнчен тытса юлакан налога (НДФЛ) тÿлевпе тивĕçтернĕ чух тытса юлаççĕ. Анчах та налог агенчĕ мĕнле те пулсан сăлтава пула (тĕслĕхрен, банка хывнă укçа-тенкĕн проценчĕсене пула) налога тытса юлайман пулсан ун пирки вăл сире е налог инспекцине пĕлтермелле.
Кăçал пуçласа Раççей банкĕсене хывнă укçа тупăшĕн проценчĕшĕн налог тÿлемелле пулĕ. Хăвăр тĕллĕн деклараци пама кирлĕ мар, мĕншĕн тесен налук хисепне банксенчен илнĕ даннăйсене тĕпе хурса шутласа кăлараççĕ. Асăннă кăтартусене РФ Федераллă налук службин «Личный кабинет для физическх лиц» интернет-сервисра курма май пур.
Налук хисепĕ хывнă укçа-тенкĕпе пуçтарăнса пыракан счетсен тупăшĕн проценчĕнчен килет. Формулăпа шутласа кăларакан процентсăр тупăш пур: 1 млн тенке 15% хутламалла (Раççей Банкĕн 2023 çулхи кашни уйăх пуçламăшĕнчи чи пысăк тĕп ставка). Апла пулсан, налога 150 пинрен иртекен процентшăн тÿлеççĕ.
Сăмахран, 2023 çулта 250 пин тенкĕлĕх процент тупăшĕ илтĕр пулсан налога çапла шутлĕç: 250 пин – 150 пин ( налог хурăнман тупăш)= 100 пин тенке 13% хутлатпăр. Налог хисепĕ 13 пин тенкĕпе танлашать. Экскроу счечĕпе çулталăк хушшинче 1% ытла мар тупăш паракан хывнă укçа-тенкĕшĕн налог тÿлеме кирлĕ мар.
Тÿлеме тивĕçлĕ налог хисепне налук тÿлемелли пирки асăрхаттаракан хут çинче палăртĕç. Налога 2024 çулхи декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕччен тÿлемелле. Пушкăртстан Республикинче 2024 çулта 21 051 çынлăх, пурĕ 628,7 млн тенкĕлĕх, налог расчечĕсем хатĕрленĕ. Налогсене РФ Федераллă налук службин «Личный кабинет для физическх лиц» интернет-сервис урлă тÿлеме меллĕ. Енчен те сирен алăра налог тÿлемелли пирки асăрхаттаракан хут пур пулсан, вĕсене баанкоматра, банк тата почта уйрăмĕсенче тÿлеме пулать.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: