Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
19 Ноябрӗн , 15:48

Лайăх çул вăл – ял малашлăхĕ

Кам вăл кÿршĕ? Кÿршĕсем кашни кунах пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, хăйсем курни-илтни çинчен каласа параççĕ, пĕрлехи çитĕнÿсемшĕн савăнаççĕ, хуйха-суйха пайлаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин пÿртне-çуртне, ачисене асăрхаса тăраççĕ, пÿрт уççине шанса хăвараççĕ. Хальхи обществăра кÿршĕсемпе пĕрле хамăр пурăнакан çуртсене çĕнетме, картишсене илемлĕрех тума, вăйсене пĕрлештерсе тавралăха хăтлăрах тума май пур. Çавăн пекех кÿршĕсемпе вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан (ППМИ) проекта хутшăнассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма та пулать.

Лайăх çул вăл – ял малашлăхĕ
Лайăх çул вăл – ял малашлăхĕ

Хушăлка ял хутлăхне кĕрекен Петровка ял çыннисем мĕн авалтан ырă кăмăллă тата пĕр-пĕринпе туслă пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Ялта çуртсене уçăпа питĕрсе хăварас йăла та çук. Ăçта та пулсан каяс-тăвас пулсан алăк умне шăпăр анчах тăратса хăвараççĕ. Петровкăсем пысăк ĕçсене яланах пĕрле пурнăçланă, пĕрле каннă. Акă иртнĕ шăмат кун та ППМИ-25 программа витĕмĕпе ялта «Кÿршĕсен кунне» йĕркелесе ирттерчĕç. Уява ачасем те, аслă çулхисем те хутшăнчĕç. Мероприяти вăхăтĕнче пуçтарăннисем темиçе ушкăна пайланса вăйăсем вылярĕç, эстафета йĕркелерĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле чей ĕçрĕç, ППМИ-25 программăна хутшăнса çула юсассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Петровкăсем проект конкурс витĕр иртсе çула  çĕнетессе шанса тăраççĕ. Лайăх çул ял çыннисене питĕ кирлĕ. Вăл пĕчĕк яла администраци центрĕпе çыхăнтарать. Унта - фельдшерпа акушер пункчĕ, шкул, ача сачĕ. Хăрушсăр та пахалăхлă çул вăл –  ял малашлăхĕ.       

#ППМИ2025#РеспубликаБашкортостан#Бижбулякскийрайон#деревняПетровка#намнужнадорога

 

Лайăх çул вăл – ял малашлăхĕ
Лайăх çул вăл – ял малашлăхĕ
Лайăх çул вăл – ял малашлăхĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: