– Зоя Алексеевна, ăçта, мĕнле çемьере çуралса ÿснĕ эсир, çав тери пултаруллăскер? Мĕншĕн вĕрентекен профессине суйласа илнĕ?
– Эпĕ Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял ялĕнчи Алексей тата Ольга Кузьминсен пысăк та туслă çемйинче 1944 çулхи ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Аттепе анне колхозра вăй хунă. Пирĕн çемьере çичĕ ачаччĕ. Чи асли – Андрей тете. Ун хыççăн Анна, Клавдия, Федосия, Зинаида, Антонида аппасем тата эпĕ, чи кĕçĕнни çуралнă. Çичĕ çул тултарсан вырăнти шкула пĕрремĕш класа кайрăм. Çичĕ класлă пĕлÿ илнине çирĕплетекен свидетельствăна алла илнĕ хыççăн тантăшăм Çтерлĕ хулинчи медицина училищине вĕренме кĕресшĕн пулчĕ. Эпĕ те унпа пĕрле кайрăм. Куçĕсем начартарах курнăран Гальăн докуменчĕсене илмерĕç. Вара эпĕ те документсене памарăм. Каялла киле таврăнтăмăр. Аппапа çăвĕпех колхоз анисем çинче ĕçлерĕмĕр, сахăр кăшманĕ, кукуруза çумларăмăр. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çĕньялтан 8-9 çухрăмра вырнаçнă Треппелти вăтам шкула вĕренме кайрăмăр.
Кашни кунах пысăк сумкăсем çĕклесе унталла та, кунталла та çуран утаттăмăр. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче кунсем кĕскелсен Çĕньял, Мустафа, Малое тата Старое Ибраево, Нукасак ачисем шкула хирĕç çырма урлă вырнаçнă интернатра вырăн йышăнма пуçлатчĕç. Пĕрре çапла матрас, утиял, минтер илес шутпа вăрăм черете тăтăмăр. Шкул директорĕн мăшăрĕ Клавдия Ивановна Иванова ман пата пычĕ те айккинелле чĕнсе илсе:
– Зоя, сана хамăр пата пурăнма чĕнесшĕн, – терĕ. – Пирĕн ывăл тăватă çул тултарчĕ. Педсоветсемпе пухусене кайнă чухне никампа хăварма.
Учительсен çурчĕ шкул картишĕнчехчĕ. Шкула та, вĕсен çуртне те вутпа хутса ăшăтатчĕç. Ивановсем вырăссемччĕ. Эпĕ ăна хам вырăсла калаçма пĕлменни пирки каларăм.
– Вот. Шăпах калаçма та вĕренетĕн, – тет.
Эпĕ килтисемпе канашласа пăхма шантартăм. Киле çитсен çак хыпара аттепе аннене пĕлтертĕм. Атте савăнсах кайрĕ: «О-о-о, питĕ лайăх. Вырăсла калаçма та вĕренетĕн», – тет.
Çапла эпĕ шкулăн уйрăм çуртĕнче, директорсем патĕнче пурăнма пуçларăм. Çакă манăн вĕрентекен пулас шăпана та витĕм кÿчĕ пулас.
– Хăвăр вĕрентекен предмета мĕншĕн килĕштертĕр? Ăçта тата мĕнле специальноçпа педагогика пĕлĕвĕ илтĕр?
– Математика, аслăрах классенче алгебра, геометри урокĕсем, мана мĕн пĕчĕкренех килĕшетчĕç. Ăна хăй предметне лайăх пĕлекен тата çирĕп ыйтакан учитель вĕрентетчĕ. Лайăх паллăсене тивĕçлисене çеç лартатчĕ. Аслă классенче мана çак предмет тата ытларах илĕрте пуçларĕ. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн пĕр шухăшласа тăмасăрах Çтерлĕри патшалăх педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕтĕм.
– Хăвăрăн пĕрремĕш урокăра ас тăватăр-и? Ăçта иртрĕ вăл? Ĕçлĕ пурнăçăр ăçта пуçланчĕ?
– Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ чухне практика иртрĕмĕр. Мана хам çуралса ÿснĕ Авăркас тăрăхне ячĕç. Ташлăкÿл ялĕнчи шкулта шăпах математикăпа физика учителĕ кирлĕччĕ. Шкул директорĕ Нагаев атте пекех ырă кăмăллă та тимлĕччĕ. Пурăнма Утаркÿл ялĕнчи Андрей Семеновичпа Лидия Моисеевна Васильевсем патне вырнаçтарчĕç. Хăйсем те çамрăкскерсем мана йăмăкĕ пекех йышăнчĕç. Иккĕшĕ те питĕ ырă кăмăллăскерсемччĕ.
Пĕрремĕш урока питĕ тăрăшса хатĕрлентĕм. Класа кĕрсе тăтăм хайхи. Ман çине вун пилĕк арçын ачапа сакăр хĕр ача чăр! пăхаççĕ. Арçын ачасем хамран та çÿллĕрех. Пĕр вăхăт хумханса кайрăм пулсан та часах хама алла илтĕм. Ачасем питĕ сăпайлă та ырăскерсем пулчĕç. Вĕсемпе ĕçлеме çăмăлччĕ.
Кашни урока тата класс сехетне питĕ тĕплĕ хатĕрленеттĕмччĕ. Ачасем те ырра ырăпа тавăратчĕç. Уроксенче шавласа, ашкăнса ларман, пĕлÿ патне туртăннă. Класс тулашĕнчи занятисене те хастар хутшăнатчĕç. Канмалли кунсенче Çтерлĕ хулине çитсе мероприятисем валли парнесем туянаттăмччĕ.
Эпĕ практика иртнĕ вăхăтра Ĕпхÿ хулинчен тĕрĕслекенсем килчĕç. Алгебра урокне кĕрсе ларчĕç. Тĕрĕслев ĕçĕсен тетрачĕсене пăхса тухрĕç. Педсоветра мухтаса та илчĕç. «Çамрăк практикант уроксене çÿллĕ шайра ирттерет, материала çăмăл та ансат чĕлхепе ăнлантарать, ачасен пĕлÿ шайне тĕрĕс хак парать», – терĕç.
1966 çулта алла аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен диплом илнĕ хыççăн та çав шкулах ĕçлеме кайрăм. Унта мана тăван пекех кĕтсе илчĕç. Ку хутĕнче те Андрей Семеновичпа Лидия Моисеевна пурăнма йышăнчĕç.
Пĕр пÿлĕм, унта шифоньер, манăн этажерка, сĕтел вырнаçнă, сулахай енче кăмака, вĕсен кровачĕ, юнашар икĕ пĕчĕк хĕрĕ çывăраççĕ. Тата эпĕ. Çавăн пек çынсем мана хăйсем патне илчĕç. Эпĕ вĕсене паянхи кунччен те чунтан тав тăватăп.
Шкулта ĕçленисĕр пуçне ял пурнăçне те хастар хутшăнаттăм. Вăл вăхăтра ял клубĕнче Николай Семенович Васильев тава тивĕçлĕ вĕрентекен ертсе пынипе хăйпултарулăх ушкăнĕ ĕçлетчĕ. Николай Васильевич чĕннипе эпĕ те клуба çÿреме пуçларăм. Спектакльсем лартаттăмăр, юрăсем юрлаттăмăр, тĕрлĕ мероприятисем ирттереттĕмĕр.
– Сире, Авăркас тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскере, шăпа епле майпа Пелепей хулине илсе çитерчĕ?
– Ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче эпĕ каникула киле кайнăччĕ. Андрей Семеновичпа Лидия Моисеевна хăна пуçтарнă. Килтен таврăнсан хваттер хуçи Лида калать: «Хăна пуçтартăмăр. Валентин Васильевичпа Тамара Александровна килчĕç. Тамара Александровнăн шăллĕ те пурччĕ. Сан кĕнекÿсене те пăхса тухрĕ. Сăнĕпе хитре, çÿллĕ хăй. Çар çынни. Шел, эсĕ пулмарăн», – тет.
Тамара Александровна Пелепей районĕнчи Мало-Белебеевка ялĕнченччĕ. Пелепейри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕр Ташлăкÿл шкулне ĕçлеме килнĕ. Ял ачине Валентин Васильевич Мартынова качча тухса кунтах тăрса юлнă. Валентин Васильевич завуч пулса ĕçлетчĕ. Эпĕ ĕçчен те тăрăшуллă хĕр иккенне курса вĕсем мана Тамара Александровнăн шăллĕпе паллаштарма шутланă.
Кăшт вăхăтран Тамара Александровна ман пата пычĕ те аслă шкулта куçăн мар мелпе вĕренекен шăллĕн тĕрĕслев ĕçĕсене пурнăçлама ыйтрĕ. «Анне пĕччен. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ. Çавăнпа вĕренет те, ĕçлет те. Ĕç хыççăн вагонсем пушатма та çÿрет. Пушă вăхăчĕ сахал. Пулăш-ха шăллăмăн контрольнăй ĕçĕсене пурнăçлама», – тет. Тĕрĕслев ĕçне пурнăçланă хыççăн ун патне кайрăм. «Хăвах ярса пар-ха, акă адресĕ» тет. Эпĕ килĕшрĕм. «Пурне те шутлаймарăм, каçарăр» тесе кĕске кăна çыру та çырса ятăм. Çĕнĕ çул умĕн Георгий хăй килсе çитрĕ, çапла пĕрремĕш хут тĕл пултăмăр. Унтан тепĕр хут. Виççĕмĕш хутĕнче килĕшме килчĕç. Тамара Александровнăпа Валентин Васильевич тата Георгий. Икĕ мотоциклпа 180 çухрăм килнĕ. Аттепе анне хирĕç. Качча кайман икĕ аппăшĕ пур теççĕ. Юлашкинчен калаçса татăлчĕç.
1966 çулхи июль уйăхĕнче туй пулчĕ. Пелепейĕнчен грузовикпа килсе çитрĕç. Туй халăхĕ улăм сарнă грузовик кузовĕ çинче. Пирĕн ялта ящур чирне пула карантин. Туя ял тăрăх нумай çÿреттермерĕç. Икĕ-виçĕ килĕре анчах пулчĕç. Пелепейне кайма пуçтарантăмăр. Каччăпа хĕр тата пĕр ватă мăшăр çăмăл машинăпа, ыттисем грузовик çинче. Акçун тăвайккинчен хăпарса çитсен машина ванса ларчĕ. Çумăр чашлаттарса çăвать. Моторист пулса ĕçлекен Георгий машина юсама кайрĕ. Йĕп-йĕпе хăй. Çапла кĕтсе илчĕ мана Пелепей тăрăхĕ.
Çумăр пуян пурнăçа теççĕ. Чăнах та çапла килсе тухрĕ. Георгий Александрович пурнăç тăршшĕпех маншăн шанчăклă мăшăр, юлташ, ачасемшĕн тимлĕ атте пулчĕ. Вăл пулман пулсан шкулта ăнăçлă ĕçлесе, кил хуçалăха тытса пырса, пилĕк ача амăшĕн тивĕçне пурнăçласа пулатчĕ-ши?
– Эсир хĕрĕх ытла çул Пелепейри 1№ шкулта ĕçленĕ? Çур ĕмĕре яхăн вăхăт хушшинче сирĕн аллăрпа чĕрĕр витĕр çĕршер ача иртнĕ. Хăшĕсем ытларах асра юлнă?
– Эпĕ кашни ачашăнах шанчăклă юлташ, наставник пулма тăрăшнă. Ăнланмасан темиçе хутчен те ăнлантараттăм, уроксем хыççăн та хăварса вĕрентеттĕм. Ачасенче математика шухăшлавне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраттăм. Çавна май «Урок-шухăшлав», «Урок-конференци», биологи, информатика учителĕсемпе пĕрле хутăш уроксем ирттереттĕм. Çулсерен ачасем лайăх результатсем кăтартатчĕç. Паллах, ашшĕ-амăшĕ те ачисене вĕрентес, воспитани парас ĕçре пулăшса пыратчĕç.
Класс тулашĕнчи мероприятисем те сахал мар ирттернĕ. Каникулсенче ачасене экскурсие, походсене илсе кайнă. Вĕсем воспитани парас ĕçре уйрăмах витĕмлĕ.
Эпĕ вĕрентнĕ ачасем хушшинче 23 медалист. Тухтăрсемпе вĕрентекенсем те, юристсемпе инженерсем те, вĕрентекенсемпе рабочисем те пур. Пурнăçра чи пĕлтерĕшли – ырă та ĕçчен çын пулса çитĕнни. Хамăн вĕрентекенсемпе халĕ те çыхăну тытатпăр. Вĕсем мана уявсемпе, çуралнă кунпа саламлаççĕ. Хăйсен çитĕнĕвĕсем, çемйи çинчен каласа параççĕ. Таня хĕр шÿтлесе: «Эсĕ хăв вĕрентнĕ ачасем пирки пиртен те ытларах пĕлетĕн пуль», – тет.
Тавах, хам ĕçленĕ шкул коллективне. Ĕçлĕ пурнăç тăршшĕпе темиçе шкул директорĕпе, темĕн чухлĕ вĕрентекенпе пĕрле вăй хума тÿр килчĕ. Манпа пĕрле хăйсен ĕçне чунтан парăннă вĕрентекенсем ĕçлетчĕç. Коллектив туслă та вăйлă педагогсенчен тăратчĕ. Хальхи шкул ертÿçисем те пире манса каймаççĕ, уявсенче, мероприятисенче эпир – чи сумлă хăнасем.
– Зоя Алексеевна – эсир аслă категориллĕ вĕрентекен. Сирĕн ĕçĕре сахал мар наградăсемпе чысланă пулĕ? Хăшĕ сирĕншĕн чи хакли?
– Хулапа район администрацийĕн, ПР Вĕрентÿ министерствин Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем нумай манăн. Икĕ хутчен «Раççей Федерацийĕн çут ĕç отличникĕ» хисеплĕ ята, «Ача амăшĕ» «Ĕç ветеранĕ» медальсене тивĕçнĕ. Чи хаклă награда – манăн вĕренекенсем, вĕсем пурнăçра тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕнни. Халĕ те вĕсемшĕн амăш пекех пăшăрханатăп.
– Яваплă ĕç, пилĕк ача, мăшăр, пысăк хуçалăх. Епле ĕлкĕрнĕ? (Ку ыйту çине амăшне пÿлсех Татьяна хĕрĕ хуравласшăн пулчĕ.)
– Анне кашни кунах шкултан тăватшар пачка тетрадь йăтса таврăнатчĕ. Ытти аннесем ĕçрен килнĕ чух сĕт, çăкăр тата ытти апат-çимĕç туянаççĕ. Анне – терадьсем. Класра вара 38-шар ача. Киле таврăнсан ĕç сахал мар. Виçĕ ĕне, пысăк пахча, хуртсем. Çак ĕçсене пурнăçласа пĕтериччен çĕрле пулатчĕ. Пурте çывăрма выртаççĕ. Анне вара терадьсем тĕрĕслеме ларать, унтан «Роман газета» вулать, урок планĕсем çырать. Ĕçе вĕçленĕ çĕре вăхăт ир енне каять, пĕр-икĕ сехет çывăрса ĕлкĕрет-и, çук-и, тăмалла, ĕне сумалла, килти ĕçсене тирпейлемелле, унтан хитре прическа туса ĕçе çитмелле. Унта вара ачасене ăс памалла, ашшĕ-амăшсемпе тата ĕçтешсемпе калаçма вăхăт тупмалла. Пур ĕçе те тĕплĕ, пысăк яваплăхпа пурнăçлама хăнăхнăскерĕн ĕçĕ питĕ нумай пулнă ĕнтĕ. Тĕлĕнетĕп, мĕнле вăй çитернĕ.
– Эсир хăвăра телейлĕ тесе шутлатăр-и?
– Эпĕ чăннипех те телейлĕ çын. Юратнă та шанчăклă мăшăр, ачасем. Георгий Александрович мăшăрăм «Автонормаль» заводра инженер, пай пуçлăхĕ, тĕп строительство уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлерĕ. Ăçта ĕçлесен те тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнă. СССР Автомобиль промышленность министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Унпа эпир пилĕк ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратрăмăр. Пурне те аслă пĕлÿ патăмăр. Виçĕ хĕр вĕрентекен профессине суйласа илчĕç. Татьяна Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи музыка факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ, педагогика училищинче ĕçлерĕ. Лариса хамăр хулари педагогика училищинче вĕренчĕ, вырăнти 18 № шкулта пионервожатăй, юрă учителĕ, организатор пулса тăрăшрĕ. Люба тата Саша Санкт-Петергург хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Люба воспитатель, Саша инженер пулса ĕçлеççĕ. Сережа, чи кĕçĕнни, прокуратура тытăмĕнче тăрăшать.
Ачасем пире ытармалла мар мăнуксем парнелерĕç. Кĕçĕн мăнук та пур. Кун сиктермесĕр тенĕ пек килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ, пире тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Килте пурте йĕркеллĕ пулни, кил-йыш пулăшса пыни маншăн чи шанчăклă тыл, тĕрев, вăй.
– Тавтапуç, сире, Зоя Алексеевна, çирĕп сывлăх, хавхалануллă кăмăл сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА калаçнă.
Пелепей хули.