Пур хыпар та
Çырăнтару
27 Ноябрӗн 2024, 15:21

Усень-Иваново ялне каякан çул пирки плансем паллă

Усень-Иваново ялне каякан çула 2025-2027 çулсенче начар çулсен шутне кĕртме палăртаççĕ. Çакăн пирки «Башинформра» иртнĕ пресс-конференцире ПР Транспорт министерствин пуçлăхĕн çумĕ Виктор Жульков пĕлтернĕ.

Усень-Иваново ялне каякан çул пирки плансем паллă
Усень-Иваново ялне каякан çул пирки плансем паллă

Виктор Жульков сăмахĕсем тăрăх, асăннă çул пирки вырăнта пурăнакансенчен сахал мар çăхав килет, анчах ун тăрăх çÿрекенсем нумай мар.

 - Çынсем 9 çухрăм участока асфальт сарма ыйтаççĕ, анчах çакăн пек тăкакланни перекетсĕр пулма пултарать. Çавăнпа çула вак чул сарса туллин юсама палăртатпăр, - пĕлтернĕ министр çумĕ.

Усень-Иваново – Пелепей районĕнчи 300  çула яхăн пыракан  историллĕ ял. Асăннă яла 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче Марина Цветаева поэтессăпа Сергей Эфрон мăшăрĕ сипленме килсе кайни паллă.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: