Пур хыпар та
10
Çырăнтару
2 Декабрӗн 2024, 14:55

Вунăкунлăхра «Урал сассине» ытларах çырăнасса шанатпăр

Хисеплĕ вулакансем, 2025 çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани малалла тăсăлать. Паянтан, декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнчен, пуçласа çырăнтарăвăн вунăкунлăхĕ  (декадник) иртет. Вăл декабрĕн 12-мĕшĕччен тăсăлать. Çак тапхăрта хаçат-журналсен хакĕ йÿнерех, çав шутра «Урал сасси» те.  Апла пулсан  асăннă мелпе усă курса чăвашла кун çути куракан кăларăма та çырăнса илме васкамалла.

Вунăкунлăхра «Урал сассине» ытларах çырăнасса шанатпăр
Вунăкунлăхра «Урал сассине» ытларах çырăнасса шанатпăр

Хальхи вăхăтра ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанри чăвашсен кăларăмне 2025 çулшăн 440 çын çырăннă. Яланхи пекех хаçата вунăкунлăхра ытларах çырăнса илнине асра тытса эпир унăн тусĕсем çак тапхăрта ытларах ÿсессе шанатпăр. Пире çак ĕçре пирĕнпе пĕр шухăшлă çывăх çынсем, хуçалăхсемпе обществăлла организацисен ертÿçисем пулăшасса шанатпăр. Тепĕр асăрхаттару – туссем, пянхи ĕçе ырана ан хăварăр. Çак ыйтупа йывăрлăхсем сиксе тухсан редакцине шăнкаравлăр, çырăр. Эпир сире яланах пулăшма хатĕр.

Хаçат хакĕ çулталăка (индекс – П3362) 1088 тенкĕ те 66 пус тăрать, çур çула (П2754) – 518 тенкĕ те 82 пус.

«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: