Пур хыпар та
Çырăнтару
12 Нарӑсӑн , 11:00

Маларах çырăнса илме май пур

Хаклă туссем, февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен почта уйрăмĕсенче 2025 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пырать. Çак вăхăтра пичет кăларăмĕсене кивĕ хакпа (2025 çулхи пĕрремĕш çур çуллăхрипе) çырăнтараççĕ. Çав шутра – «Урал сасси» те (индексĕ П2754). Хаçатăн çур çуллăх хакĕ 591 тенкĕ те 54 пуспа танлашать.

Маларах çырăнса илме май пур
Маларах çырăнса илме май пур

Вулакансене çакна та аса илтересшĕн, республикăра тухса тăракан чăваш кăларăмне кашни уйăхран илсе тăмалла та çырăнма пулать. Сăмахран, февралĕн 18-мĕшĕччен çырăнсан, вăл сирĕн пата март уйăхĕнчен килсе тăма пуçлĕ. Ытти уйăхсем пирки те çакнах каламалла.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: