Пур хыпар та
Çырăнтару
14 Мартӑн , 15:00

Вăхăтлăха вырнаçтармалли пунктсем 45 пин çынна йышăнма хатĕр

Пушкăртстанра çурхи ейÿ вăхăтĕнче çынсене вăхăтлăха вырнаçтармалли 300 пункт хатĕрленĕ. Çакăн çинчен ПР Инкеклĕ ларă-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Кирилл Первов пĕлтернĕ.

Вăл каланă тăрăх, вăхăтлăха вырнаçтармалли пунктсем 45 пин çынна йышăнма пултараççĕ. Регионти 44 муниципалитетри 313 хулапа ял шыв айне юлас хăрушлăх пур.
Паянхи кун сыхлану мероприятийĕсем туса ирттереççĕ – пăр капланнă 5 пин тăваткал метр юхан шыв çинче пăра хуратнă (шлак, кĕл, хăйăр сапаççĕ) тата каснă. Февраль уйăхĕн вĕçĕнче Уршак тата Инзер юхан шывсен кукăрĕсенчи пăра сирпĕтнĕ, - палăртнă Кирилл Первов.
Маларах Пушкăртстанри водохранилищĕсенчи шыв шайне минимума çити чакарнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
  
    
    
    
    
  

  
  
  

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: