Пур хыпар та
Çырăнтару
14 Мартӑн , 16:00

Ял хуçалăхĕсем икĕ уйăх хушшинче 1,5 млрд тенкĕлĕх техника туяннă

2025 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсем 1,5 млрд тенкĕлĕх техника туяннă. Асăннă хисеп иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 700 млн тенкĕ нумайрах.

ПР Ял хуçалăх министерствинче пурĕ аграрисем тĕрлĕ туртăмлă (тяга) 49 трактор, 5 комбайн, 39 çĕр алакан, кăпкалатакан тата ак-суха тăвакан техника туянни пирки пĕлтернĕ.
«Аграрисем çуракине тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Мастерскойсенче техникăна юсас ĕç вĕресе тăрать. Çав вăхăтрах çĕнĕ машинăсемпе агрегатсене туянас хăвăртлăх та чакмасть. Техника çителĕклĕ пулсан çурхи ĕçсене вăхăтра туса пĕтерме, машинăсем çине тиенекен йывăрлăха чакарма май пулĕ», — ăнлантарса панă ведомствăра.
Регионта ял хуçалăх техникипе оборудовани туянма 50% таран субсиди илмелли программа ĕçлет. 2024 çулта тăкаксене саплаштарма бюджетран 1млрд тенкĕ уйăрнă, çулталăкри туяну калăпăшĕ 12,3 млрд тенкĕпе танлашнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: