Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çырăнтару
16 Майӑн 2025, 12:00

Пушкăртстан виçĕ уйăх хушинче 85 пин чĕп чикĕ леш енне ăсатнă

Апрель-март уйăхĕсенче Пушкăртстанри ăратлă чăх-чĕп фабрикисем чикĕ леш енне 85 пин пуç ял хуçалăх кайăкĕсен чĕпписене ăсатнă.

Пушкăртстан виçĕ уйăх хушинче 85 пин чĕп чикĕ леш енне ăсатнăПушкăртстан виçĕ уйăх хушинче 85 пин чĕп чикĕ леш енне ăсатнă
Пушкăртстан виçĕ уйăх хушинче 85 пин чĕп чикĕ леш енне ăсатнă

Россельхознадзорăн регионти управленийĕнче чĕпсен 62 партийĕ Казахстана тата Таможня пĕрлĕхне кĕрекен ытти çĕршывсене ăсанни çинчен пĕлтернĕ.

Иртнĕ çул март-апрель уйăхĕнче чикĕ леш енне 29 пин чĕп сутнă. Кăçал хĕл ăшă пулнипе тата çуркунне ир  килнипе чăх-чĕп сутассине маларах пуçланă.

«Тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тата ăнăçлă предпринимательство» наци тĕллевĕ шайĕнче «Тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ пурнăçланать.  Унăн тĕллевĕ 2030 çул тĕлне чĕр таварсен тата энергетика таварĕсен шутне кĕмен  продукцин экспортне 70 процента çитересси.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас