Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çырăнтару
10 Июнӗн 2025, 04:30

Парнесен хуçисем июльте паллă пулĕç

2025 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани вĕçленсе пырать - вăл июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнччен тăсăлĕ. Паллах, эпир «Урал сасси» хаçата çырăнса илекенсене те çакăн çинчен аса илтересшĕн.

Парнесен хуçисем июльте паллă пулĕçПарнесен хуçисем июльте паллă пулĕç
Парнесен хуçисем июльте паллă пулĕç

Хаçат хакĕ çур çула 591 тенкĕ те 54 пуспа танлашать, индексĕ  - П2754. Июнь уйăхĕн 13-мĕшĕччен вара 518 тенкĕ те 82 пуспа çырăнса илме май пур. Мĕншĕн тесе июнĕн 3-13-мĕшĕсенче декадник иртет, ун чухне хаксем йÿнерех.

Пурне те Пушкăртстан чăвашĕсен пичет кăларăмне çырăнса илме йыхравлатпăр. Унсăр пуçне çырăнтару квитанцин копине редакцине ярса пама ыйтатпăр. Вĕсемпе эпир яланхи пекех июль уйăхĕн варринче лоторея вылявĕ ирттерĕпĕр. Квитанци копийĕсене çырупа, редакцин электронлă адресĕпе тата 9 963 146 44 44 номерпе ватсап урлă ярса пама пулать. Пурне те ăнăçу сунатпăр.

«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас