Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çырăнтару
24 Июнӗн 2025, 06:00

Пушкăртстан Пуçлăхĕн Грантне ăнăçлă вĕçлерĕмĕр

Çак конкурс республика ертÿçин Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ ÿнер, ăслăлăх, вĕрентÿ сферинче тăван чĕлхесене упраса хăварасси тата аталантарасси пулса тăрать.

Пелепей хулинчи чăваш гимнази никĕсĕ çинче «Еткер» медиацентр йĕркелерĕмĕр. Проекта пурнăçа кĕртни чăваш халăхĕн наци тата культура хаклăхне сыхласа хăварма, халăх хушшинче сарма пулăшрĕ. Çакă çитĕнекен ăру хушшинче тăван чĕлхепе калаçассине тата ăна вĕренессине вырăнтан хускатма май пачĕ. Проект наци чĕлхине тата хамăрăн культурăна сыхласа хăварас ĕçе мĕнле аталантармаллине çирĕплетекен паха тĕслĕх те пулса тăчĕ. Эпир, пурте пĕрле, ума лартнă тĕллеве ăнăçлă пурнăçларăмăр.
Грант июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пелепей хулинчи «Юрлакан çăлкуçсем» («Поющие родники») паркра «Чĕлхе – халăх чунĕ» фестиваль йĕркеленипе вĕçленчĕ.
Пурнăç улшăнать, çынсем улшăнаççĕ, анчах та çын хăйĕн тымарĕсене улăштарма пултараймасть. Çавăнпа та хăвăн тăван чĕлхÿне пĕлни, халăх йăли-йĕркине асра тытни питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар халăхра çакăн пек каларăш çÿрет: «Чĕлхе пур чухне  халăх пурăнать». Çак сăмахсем çумне хушса калама та кирлĕ мар. Питĕ тĕрĕс те вырăнлă йĕрке.
Фидалия МОЛЧАНОВА, чăваш гимназин директорĕ.
Пелепей хули.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас