Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çырăнтару
9 Июлӗн 2025, 13:00

Пушкӑртстанри юхан шывсенче 27 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ

Июль уйăхĕн 4-мӗшӗ тӗлне илсе кăтартнă информаци тăрăх, Пушкӑртстанри юхан шывсенче 27 ҫын вилнӗ, ҫав шута тӑватӑ ача кĕрет.

Пушкӑртстанри юхан шывсенче 27 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑПушкӑртстанри юхан шывсенче 27 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ
Пушкӑртстанри юхан шывсенче 27 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ

Çакăн çинчен регионти инкеклĕ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Кирилл Первов Телеграм-каналти хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Паянхи кун тĕлне республикӑра шыв хӗрринче канмалли 285 вырӑн ӗҫлет, ҫав шутра - 193 официаллӑ  пляж. Канмалли вырăнсен списокĕпе Инкеклĕ лару-тăру  патшалăх комитечӗн сайтӗнче паллашма пулать.

Республикăри Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсемпе муниципалитет ертÿçисем шывра ҫынсем вилесрен сыхланмалли хушма мерӑсем пирки видеоконференци мелĕпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас