

Пĕрремĕш тапхăрĕ - регистраци иртесси, заявленисене йышăнасси тата видео-заявкăсене суйласа илесси. Пĕрремĕш тапхăра хутшăнас текенсен 2025 çулхи июль уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 20-мĕшĕччен (23:00 сехетчен) Forum2025shm@yandex.ru электронлă адрес çине «Межрегиональный конкурс чтецов» темăпа палăртса заявка ямалла. Çарпа патриотизм темипе тата Константин Ивановăн сăввисене вуланине видео çыртармалла та «ВКонтакте» социаллă сетьре #Росмолодежь #Форум чувашской молодежи #Конкурс Чтецов хештегсемпе вырнаçтармалла. Конкурса тăратнă видео-заявка 3 минутран ытла пулмалла мар. Ăмăртăва хутшăнакан кашни çын пĕр заявкăран ытла тăратма пултараймасть. Палăртнă срокран каярах килнĕ заявкăсене шута илмеççĕ. Пĕрремĕш тапхăра иртнине пĕлтерсе участниксен электронлă адресĕ çине 2025 çулхи август уйăхĕн 20-мĕшĕччен пĕлтерÿ хучĕ килет.
Иккĕмĕш тапхăрта конкурса килнĕ видеосене пăхса тухса хак парĕç.
Конкурса шкул ачисем, студентсем, чăваш культурипе искусствин çамрăк деятелĕсем, чăваш пултарулăх ушкăнĕсен хастарĕсем, преподавательсем, экспертсемпе специалистсем, профильлĕ организацисен ертÿçисем (18-35 çулхисем) хутшăнма пултараççĕ.
Пур тапхăрта та чи нумай балл пуçтарнă видео-заявкăсем конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăрĕç, вĕсене I, II, III степеньлĕ дипломсемпе чыслĕç. I, II, III степень лауреачĕсем II Регионсен хушшинчи çамрăксен «Константин Иванов еткерĕ: çут тĕнче, пĕрлĕх тата патриотизм» форума хутшăнĕç.
Интереслентерекен ыйтусем пулсан проект йĕркелÿçипе Юлия Владимировна Еремеевапа 8 937 628 98 62 телефон номерĕпе е Forum2025shm@yandex.ru электронлă адреспа çыхăнса ыйтса пĕлме пулать.