Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çырăнтару
25 Июлӗн 2025, 06:00

Ĕпхÿ хулинчи нумай ача амăшĕ «Ача амăш мухтавĕ» медале тивĕçнĕ

Асăннă хушăва Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă. «Ача амăш мухтавĕ» медале тивĕçнĕ Наталья Викторовна Шельдяева  - Правительствăн вице-премьерĕн, ПР промышленность, энергетика тата инноваци министрĕн Александр Шельдяевăн мăшăрĕ. Шельдяевсем пилĕк ачана воспитани парса ÿстереççĕ. Çемьере пĕр-пĕрне хисеплени, шанни тата пулăшни хуçаланать.

Ĕпхÿ хулинчи нумай ача амăшĕ «Ача амăш мухтавĕ» медале тивĕçнĕĔпхÿ хулинчи нумай ача амăшĕ «Ача амăш мухтавĕ» медале тивĕçнĕ
Ĕпхÿ хулинчи нумай ача амăшĕ «Ача амăш мухтавĕ» медале тивĕçнĕ

Мăшăрсене чысласси Бирск хулинче, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявланă мероприятире, иртнĕ.

«Пирĕншĕн çемье  - пĕр-пĕрне юратни, ăнланни тата пирĕн ачасем», - тенĕ Шельдяевсем чыслав церемонийĕ хыççăн.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас