Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çырăнтару
28 Июлӗн 2025, 12:30

«Тăван республикăпа Раççейшĕн малашне те тăрăшăп»

Çак кунсенче истори наукисен докторне, профессора, поэтпа композитора, юрăçа Ирина Витальевна Сухаревана «Раççей обществин никĕсĕ шутланакан кăмăл-сипет хаклăхĕсене упранăшăн тата наци культурине аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн» «Раççей халăхĕсен Ассамблейи» Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăх организацийĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Ăна асăннă пĕрлĕхĕн Тĕп директорĕ, Раççей Геройĕ Александр Даркович алă пуснă.

«Тăван республикăпа Раççейшĕн малашне те тăрăшăп»«Тăван республикăпа Раççейшĕн малашне те тăрăшăп»
«Тăван республикăпа Раççейшĕн малашне те тăрăшăп»

Ирина Витальевна – нумай енлĕ  те пултаруллă çын. Унăн ăслăлăх ĕçĕсем чăваш халăхĕн историпе культурине тĕпчес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Профессор çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата кирлĕ пек воспитани парать, вĕсем республикăн пулас партиочĕсем, тĕпчевçисем пуласса шанать.

Ирина Витальевнăн пултарулăхĕ наука ĕç-хĕлĕпе çеç чарăнса тăмасть. Сăвăç-композиторпа юрăçăн пултарулăхĕ республикăра çеç мар, Раççейĕпе те паллă. Унăн юррисем итлекенсен чĕрисене пырса тивеççĕ çеç мар, хамăр халăх культурине упраса хăварма, Раççей культурине пуянлатма пулăшаççĕ.

Çавăн пекех Ирина Сухарева хастар общество деятелĕ пулнине те палăртмалла. Унăн ĕç-хĕлĕ Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен çеç мар, ытти наци çыннисен туслăхне çирĕплетес тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл  – хăй ĕçне, Тăван çĕршыва чунтан парăннă çын.   

«Манăн наци политикин анинче пурнăçлакан ĕçе пысăка хурса хак панăшăн чунтан тав тăватăп. Тăван Пушкăртстаншăн тата Раççей-аннешĕн малашне те  май пур таран тăрăшăп», - тет канăçсăр чĕреллĕ чăваш хастарĕ.

Ирина Витальевна, сире Раççей халăхĕсен Ассамблейин Тав çырăвне илнĕ  ятпа ăшшăн саламлатпăр, чăвашлăха аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн чунтан тав тăватпăр.

Надежда АЛЕКСЕЕВА.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас