Пур хыпар та
Çырăнтару
29 Июлӗн 2025, 16:22

Наркотик пытармалли 71 вăрттăн вырăн хатĕрленĕ

Салават хула сучĕ наркотик хатĕрĕсене саккунсăр майпа сутнă  21 çулхи çамрăк çынна айăплă тесе йышăннă. ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçын 2024 çулхи июль уйăхĕнче сутма чарнă япаласене пĕр-пĕринпе тĕл пулмасăрах наркотиксем салатакан преступлениллĕ ушкăна кĕнĕ. Курьер тивĕçĕсене пурнăçланă май вăл Салават хула территорийĕнче 71 вăрттăн вырăн хатĕрлесе синтетика наркотикĕсем  салатнă.

Наркотик пытармалли 71 вăрттăн вырăн хатĕрленĕ
Наркотик пытармалли 71 вăрттăн вырăн хатĕрленĕ

Сутма чарнă япаласен черетлĕ партине вырнаçтарма хăтланнă чухне усал шухăшлă çынна право хуралĕн органĕн ĕçченĕсем тытса чарнă.

Айăпланакан хăйĕн айăпне туллин йышăнман. Суд ăна 12 çула ирĕксĕр хăварнă. Çамрăк çын айăплав вăхăтне çирĕп режимлă колонире ирттерĕ.      

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас