Пур хыпар та
Çырăнтару
18 Августӑн 2025, 18:30

Ĕпхÿ хули "Сӗт ҫӗршывӗ"фестиваль ирттерме хатӗрленет

Август уйăхĕн 30-мӗшӗнче Пушкӑртстан тӗп хулинче ҫулсерен иртекен "Сӗт ҫӗршывӗ" ҫемье фестивалӗ иртĕ, иртнĕ çул унта 100 пин ҫын пулса курнӑ.

Ĕпхÿ хули "Сӗт ҫӗршывӗ"фестиваль ирттерме хатӗрленет
Ĕпхÿ хули "Сӗт ҫӗршывӗ"фестиваль ирттерме хатӗрленет

Хальхинче фестивале Кашкадан паркӗнче йĕркелĕç. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни хӑнана саламласа пĕр стакан сӗт ĕçтерĕç. Мероприятире фермер пасарне, сӗт ярмӑрккине, ҫемьесем валли мастер-классем тата интерактивлӑ лапамсем хатӗрлӗҫ. Уйрӑм вырӑнсенче пыл ярмӑрккипе Грибушински чей фестивалӗ вырнаҫӗ, "КумысФест" лапамĕ уявăн çĕнĕлĕхĕ пулĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас