Пур хыпар та
Çырăнтару
19 Августӑн 2025, 16:00

Упа пулăçăсем патне тухнă

Юмагузин водохранилищинчи пулăçăсем патне кĕтмен çĕртен вăрман хăни килсе тухнă.

Упа пулăçăсем патне тухнă
Упа пулăçăсем патне тухнă

Апат шăршине туйса илнĕ упа çыран хĕррине хăналанма килнĕ. «Башкирия» наци паркĕн дирекцинче хăрушсăрлăх мерисем çинчен асăрхаттарнă.

«Тискер чĕр чунпа кирек мĕнле тĕл пулу та пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çакна асра тытса тискер кайăксене ан илĕртĕр, туристсем чарăнмалли вырăнсенче апат, çÿп-çап ан хăварăр», - тесе çырнă наци паркĕн ĕçченĕсем.

Маларах Мелеуз районĕнче упасен çемйи хĕвел çаврăнăш çиме ана çине килсе  тухнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас