Пур хыпар та
Çырăнтару
5 Сентябрӗн 2025, 09:00

Хальхинче телей Еспуçри çемьене йăл кулчĕ

Мияки районĕнчи Еспуç ялĕнчи Михайловсен çемйи «Урал сасси» хаçат çырăнаканĕсем хушшинче ирттерекен лотерея вылявĕнче тĕп парнене, вĕрсе хăпартмалли матраса, выляса илчĕ.

Хальхинче телей Еспуçри çемьене йăл кулчĕ
Хальхинче телей Еспуçри çемьене йăл кулчĕ

Парне патне Михайловсем редакцие çемйипех, ашшĕпе амăшĕ тата вĕсен пĕчĕк хĕрĕ, килсе çитрĕç. Амăшĕ, Наталья Владимировна, сăпайлăн çеç хăй вырăнти шкулта пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулса ĕçленине, хаçата нумай çул хушши çырăнса илсе вуланине пĕлтерчĕ. Чăваш кăларăмĕпе малашне те çыхăну тытассине систерчĕ.
- Хаçата çырăнса илекенсем парнесем выляса илни пирки кăларăмра пĕрре мар вуланă, анчах та телей хамăра йăл куласса шанман. Квитанцине вара парне çĕнсе илессишĕн те мар, интересшĕн ярса патăм, - тет Наталья Владимировна тĕлĕннине тата савăннине пытараймасăр.
Редакци ĕçченĕсем Еспуçĕнчи çемьене тивĕçлĕ парнене çĕнсе илнĕ ятпа ăшшăн саламласа пурнăçра яланах ăнăçу çулĕпе утма, хаçата малашне те çырăнса илме сунчĕç. Телей шăпипе килсе çитнĕ парне çемьешĕн усăллă пуласса шанатпăр. Асăннă пулăм асамлăха ĕненмеллине, пурнăçра кĕтмен парнесем пулса иртнине тепĕр хут çирĕплетет.
Юлашкинчен тата çакна калас килет, хисеплĕ туссем, кун йышши вылявсем кашни çырăнтару кампанийĕ хыççăнах иртеççĕ. Сентябрь уйăхĕнчен çĕнĕ çырăнтару кампанийĕ пуçланчĕ. Çывхарса килекен 2026 çулта та çак ырă йăлана, лотерея вылявне ирттерессине, пăрахăçламăпăр. Эсир вара «Урал сасси» хаçата çырăнса илсе квитанцине редакцие ярса парасса шанса тăратпăр.
Надежда РОДИОНОВА. Мияки районĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас