Республика ертÿçи вĕсене конкурсра çĕнтернĕ ятпа тата çывхарса килекен Воспитательсемпе шкул çулне çитичченхи учрежденисен ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламланă, республикăри шкул çулне çитичченхи вĕрентÿ системи çĕршывра чи пысăккисенчен пĕри пулнине палăртнă. Регионти 959 ача садне 200 пине яхăн ача çÿрет.
- Эпир шкул çулне çитичченхи звенона аталантарас ĕçе сахал мар укçа-тенкĕ хыватпăр. Юлашки виçĕ çул хушшинче сакăр пине яхăн ача вырнаçмалăх 50 ача сачĕ хăпартрăмăр. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе çĕршывра ача сачĕсене тĕпрен юсамалли тата кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтермелли программа хута янă, - тенĕ Радий Хабиров.
Планра – çитес виçĕ çулта шкул çулне çитичченхи 16 учреждение юсаса çĕнетесси. Вĕсене пурне те хальхи саманана тивĕçтерекен аталану хатĕрĕсемпе, вăйăсемпе тата теттесемпе тивĕçтерĕç.
Çавăн пекех Радий Хабиров Пушкăртстанра уйрăм çынсен шкул çулне çитичченхи учрежденийĕсене хастар пулăшни пирки те пĕлтернĕ.
Аса илтерме. Республикăра «Шкул çулне çитичченхи вĕрентÿ» проекта пурнăçа кĕртеççĕ. 2025 çулта çавăн йышши 1725 сертификат панă. 2020 çултанпа уйрăм çынсен ача сачĕсенче виçĕ çула çитичченхи ачасем валли 1500 вырăн хатĕрленĕ.
Республика пуçлăхĕ ача сачĕн çамрăк воспитателĕсене педагогика ăсталăхĕшĕн, ĕçченлĕхшĕн, профессие шанчăклă пулнăшăн, ачасене юратнăшăн тав тунă.