Камăн хуплашка çине хăйĕн сăнĕпе тухас килет - 5 пин тенкĕ. Хальхинче чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат сире кĕтсе илет.
Мĕнпе пуян-ха ку номер?
Чи малтанах Хусанта пурăнакан Евгений Турхан (Турхан Энтрин тăхăмĕ) вулакансене "Пĕтÿ" историллĕ калав сĕнет.
Малалла çĕнĕ проект хута яратпăр: "Управ арчи". Кунта паллă чăваш çыравçисен хайлавĕсенче пичетленнĕ халăхăн авалхи йăли-йĕркине çырса кăтартнă сыпăксене пичетлесе пырăпăр.
И.Мешковăн "Уссури салтакĕсем" повеçне милитаристла Японие çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа пичетленĕ.
"Пĕр сăвă" ярăмра паянхи вĕр-çĕнĕ чаплă сăвăсене пичетлесе пыратпăр. Ку номерте - Г. Серебрякован, Н.Зиминăн, А. Саушкинăн сăввисем кун çути курчĕç.
А. Трофимов çырнă "Ашак хăлхи" повеç Çурçĕр Кавказри çапăçусем çинчен каласа парать.
"Паянхи чăваш литературин сăн-сăпачĕ - Раççейри халăхсен антологийĕнче" репортажа Антологи чыславĕнчен хатĕрленĕ.
Çĕнĕ кĕнеке çÿлĕкĕнче - çĕнĕ кĕнекесем - Н.Ытарайăн "Моя собака Кампур", И. Чуральăн - "Пирĕн тăрăхри пулăсем", Н. Чечекпин "Чĕререн тухакан сăмахсем", Н.Исмуковăн "Правда о пройденном" кĕнекисем.
В.Черновăн "Кĕсле чунĕ макăрать" очеркĕ те сире килĕшессе шанатăп.
Светлана Асаматăн "Чăн сăмахăн суйи çук" поэми 3-мĕш сыпăкпа пичетленет.
Тăвай округĕнчи Енĕш-Нăрваш ялĕнче çуралнă СССР халăх артисткин Вера Кузьминан пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă экспозици уçăлни пирки уйрăм репортаж вулама пултаратăр.
"Тĕпчев" рубрикăра Елен Нарпин "Паянхи чăваш романĕсен хăйне евĕрлĕхĕ" статйи пичетленчĕ.
Клавдия Вишневскаяна юбилей ячĕпе саламлатпăр, сăввисен ярăмне парнелетпĕр.
Вырăссен аслă поэчĕ Сергей Есенин çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Василий Кервен поэт унăн чăвашла куçарнă сăввисене, тĕрлĕ вăхăтра ÿкернĕ сăнĕсене нумай пичетлерĕмĕр.
Журналта Виталий Станьял критик Стихван Шавлы тата Мĕтри Юман пултарулăхĕпе пурнăçĕ çинчен çырнă очерксем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
"Капкăн" вулама юратакансене М.Ишимбайăн, И.Тăхтин, Л.Сачкован кулăшла калавĕсем кĕтеççĕ.
Вулăр, савăнăр, çырăнма васкăр!
Людмила САЧКОВА,
"Тăван Атăл" журналăн редакторĕ.