Республика Атăлçи федераллă округра туристсен шучĕпе виççĕмĕш вырăнта тăрать.
Паянхи кун тĕлне республикăра хăнасене 800 турист маршручĕ сĕнекен 66 турист операторĕ ĕçлет. Çав шутра наука программисем, юхан шывсем тăрăх юхнисем, ту сукмакĕсем тата çуран çул çÿревсем пур.
Ытларах пирĕн республикăна Челябинск, Эрĕнпур, Свердловск облаçĕсенчен, тата Тутарстанран туристсем килеççĕ.
Росстат даннăйĕсем тăрăх, Атăлçи федераллă окургра туристсен шучĕпе пĕрремĕш вырăнта Тутарстан пырать, тăхăр уйăх хушшинче унта 3,6 млн çын пулса курнă. Иккĕмĕш вырăнта Чулхула облаçĕ тăрать, унта 2,8 млн хăна килсе кайнă. Виççĕмĕш вырăна Пушкăртстан йышăнать. Туристсен шучĕпе чи пĕчĕк кăтартусене Мордовинче (272,2 пин çын), Мари Элта (276,5 пин) тата Пенза облаçĕнче (435,1 пин) регистрациленĕ.
Пурĕ Атăлçи федераллă округри регионсене тăхăр уйăх хушшинче 15,7 млн çын килсе кайнă. Асăннă кăтарту иртнĕ çулхинчен 4,7% нумайрах.