Шăпах çак тапхăрта (декабрь уйăхĕн 3-13-мĕшĕсенче) çырăнтару вунăкунлăхĕ иртет. Апла пулсан «Урал сассине» йÿнерех хакпа çырăнма май пур. Хаçат хакĕ çур çула – 548 тенкĕ те 88 пус (индексĕ – П2754), çулталăка – 1185 тенкĕ те 18 пус (П3362). Çавăнпа та сире çак çăмăллăхпа усă курма сĕнесшĕн.
Яланхи пекех лотерея вылявĕ пирки аса илтеретпĕр. Вăл хаçата 2026 çулшăн çырăнса илнĕ вулакансем хушшинче январь уйăхĕнче иртĕ. Сире, хисеплĕ вулакансем, «Урал сассине» çĕнĕ çулшăн çырăннă квитанцин копине пирĕн пата ярса пама ыйтатпăр. Çак ĕçе эсир почта урлă çырупа, редакцин электронлă адресĕпе (uralsassi@mail.ru) тата ватсапри 8-963-146-44-44 номерпе ярса парса пурнăçлама пултаратăр. Хальхинче тĕп парне икĕ вырăнлă палатка пулĕ. Пурне те ăнăçу сунатпăр, «Урал сасси» çитес çул та сирĕн алăран каймасса шанса тăратпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.