Пур хыпар та
Çырăнтару
3 Декабрӗн 2025, 17:00

Руль умне ÿсĕр ларнипе автомобильсĕр юлнă

Пушкăртстанри Дуван районĕнче пурăнакан арçын пĕрре мар руль умне ÿсĕр ларнишĕн суд умне тăрĕ.

Руль умне ÿсĕр ларнипе автомобильсĕр юлнă
Руль умне ÿсĕр ларнипе автомобильсĕр юлнă

Иртнĕ  çулхи август уйăхĕнче «Лада Гранта» автомобиль хуçи Корпачево-Месягутово-Ачин  çулăн 82-мĕш çухрăмĕнче çул айккине кайнă. Вырăна автоинспекторсем пырса çитсе арçын ÿсĕр пулнине регистрациленĕ.

Вăл маларах та çак тĕлĕшпе административлă айăпланнă пулнă. Суд ăна виçĕ çул руль умне ларма чарнă тата 230 сехет тÿрленмелли ĕçсем тума йышăннă. Унăн çăмăл автомобильне патшалăх пурлăхне куçарнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас