Пур хыпар та
Çырăнтару
26 Декабрӗн 2025, 12:01

2026 çул Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пулĕ

Çакна çирĕплетекен указа РФ Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче, алă пуснă. Çакăн çинчен вăл Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

2026 çул Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пулĕ
2026 çул Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пулĕ

Асăннă сĕнÿпе - 2026 çула Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тăвассипе -   чăн малтан иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Нацисем хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче Пĕтĕм Раççейри казаксен пĕрлĕхĕн атаманĕ Виталий Кузнецов тухнă пулнă. Ун чухне атаман пуçарăвне Владимир Путин ырланă, йышăну тума кирлĕ хутсене хатĕрлеме хушнă.

Çав вăхăтрах Пушкăртстанра пурăнакансем те çак шухăшпа килĕшнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас