Çул-йĕр инкекĕнче хĕрарăмпа вуннăри ача суранланнă
РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, паян ирхине М-5 федераллă автоçулăн 1457-мĕш çухрăмĕнче авари пулса иртнĕ. «Ниссан» çăмăл автомобильпе MAN фура çапăннă. Инкеке пула икĕ çын, 46 çулхи хĕрарăмпа вуннăри ача, хĕн курнă.
Çул-йĕр инкекĕнче хĕрарăмпа вуннăри ача суранланнă
Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна патшалăх комитечĕн çăлавçисем килсе çитнĕ. Вĕсем кабинăра хĕсĕнсе ларнă çынсене ирĕке кăларма пулăшнă, суранланнăскерсене медицина ĕçченĕсен аллине панă.