Пур хыпар та
Çырăнтару
24 Кӑрлач , 16:25

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Патшалăх Пухăвне Çырупа тухĕ

Радий Хабиров хăйĕн Çырăвĕпе (Посланипе) ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсене январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче паллаштарĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Патшалăх Пухăвне Çырупа тухĕ
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Патшалăх Пухăвне Çырупа тухĕ

Çакăн çинчен вăл ĕнер, январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче, патшалăх тата муниципаллă çамрăк служащисен «Госстарт. Пушкăртстан» иккĕмĕш форумĕнче пĕлтернĕ. Мероприяти Максим Серафимов Раççей Геройĕ ячĕллĕ «Патриот» çарпа патриотизм паркĕн лапамĕнче иртнĕ. Çырура Радий Хабиров Пушкăртстан аталанăвĕн тĕп енĕсем тата чи малтан тумалли ĕçсем пирки сăмах хускатĕ.

«Пĕр пĕчĕк вăрттăнлăха уçса парам, Посланинче эпĕ çавăн пекех искусствалла ăс-хакăлпа тата нейросетьпа ĕçлесси çинче чарăнса тăрăп. Мĕншĕн тесен вĕсем паянхи кун пурнăçăн пур сферине те пырса тивеççĕ», - палăртнă регион ертÿçи.

Маларах Радий Хабиров РФ Патшалăх Думин председателĕн çумĕпе Александр Бабаковпа тăл пулнă. Мускав хăни Ĕпхĕве ятарласа ĕçлĕ визитпа килнĕ пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас